4137 | Ҫын кӑмӑлӗ вилсен уҫӑлать теҫҫӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4138 | Ҫын тӗсне мар, ӑсне пӑхса хакла. | Чун — Ӳт-пӳ |
4139 | Ҫын тулашӗнчен хитре пулин те унӑн ӑсне пӑлмесӗр ан мухта. | Чун — Ӳт-пӳ |
4140 | Ҫын чунӗ чӗре патӗнче пурӑнать, чӗрене тивсен ҫын вилет тет. | Чун — Ӳт-пӳ |
4141 | Ҫынна тултан ан пӑх, ӑш-чиккинчен пӑх. | Чун — Ӳт-пӳ |
4143 | Таса чӗре куҫран пӑхса курӑнать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4144 | Таса чуна таса тӳпе йышӑнать, ҫылӑхлӑ чун ҫӗр миминче ҫунать. | Чун — Ӳт-пӳ |
4145 | Таса чуна хура ҫыпӑҫмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4146 | Таса шухӑш — таса чун. | Чун — Ӳт-пӳ |
4363 | Таҫта та кайӑттӑм, анне килӗнчен тухаймастӑп. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4364 | Тӑвӑп текен тӑвайман. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4272 | Тӗлӗк курса телей шырамаҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4273 | Тӗлӗк ҫынна шӑртать вӑл. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4274 | Тӗлӗк те яланах тӗл килмест. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4275 | Тӗлӗк тени лартать вӑл. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4276 | Тӗлӗк тӗлленни кӗрӗк пӗркӗнни. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4277 | Тӗлӗк хыҫҫӑн кайсан кӑмака хыҫне кӗрсе вилӗн. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4278 | Тӗлӗк хыҫҫӑн каякан шыва та путӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4281 | Тӗлӗкен пуҫӗ тупал пек, мӑйӗ хӗлӗх пек, ӑҫталла пӑран, ҫавӑнталла пӑрӑнать тет. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4279 | Тӗлӗкӗн пӗр вӗҫӗ пӑхлӑ, тепӗр вӗҫӗ шӑклӑ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4280 | Тӗлӗкӗн пӗр вӗҫӗ тӗклӗ, тепӗр вӗҫӗ ҫӑмлӑ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4282 | Тӗлӗкӗн те тӗлӗ пур теҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4283 | Тӗлӗкпе ӗмӗт — ҫук ҫын телейӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4284 | Тӗлӗкпе супакан Супинкке пулнӑ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4285 | Тӗлӗкпе тӗлӗнтермӗш йӗкӗреш теҫҫӗ. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4286 | Тӗлӗкре мулкач та тилӗ тытса курать. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4287 | Тӗлӗкре хӑмӑт куракан лаша тытса курас ҫук. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4288 | Тӗлӗксене пурне те ӗненсен хӑмӑлтан ҫакӑнса вил. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4289 | Тӗлӗнес тесен тӗлӗк патши патне кай. | Тӗлӗк — Чӑнлав |
4365 | Тилит-тилит Микулай, вунҫичӗ пус укҫи пур, унпа вӑл тем те илес тет... | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4142 | Тимӗр тутӑхса пӗтет, а чӗре хуйхӑрса пӗтет. | Чун — Ӳт-пӳ |
4366 | Тума йӑвӑр мар та, шухӑшлама йӑвӑр. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4367 | Тухман чунта ӗмӗт пур теҫҫӗ. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4368 | Усал шухӑша ура айне хурса тапта. | Шухӑшлани — Пурнӑҫланни |
4148 | Ут ватӑлсан та чун ватӑлмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4147 | Ӳт вараланни тасалать, чун вараланни тасалмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4149 | Ӳт вилет те, чун вилмест. | Чун — Ӳт-пӳ |
4150 | Ӳт канлӗхӗ чун канлӗхӗ мар ҫав. | Чун — Ӳт-пӳ |
4151 | Ӳт суранӗ тӳрленет, чун суранӗ тӳрленмест. | Чун — Ӳт-пӳ |
4152 | Ӳт суранӗ чуна кайса тивет. | Чун — Ӳт-пӳ |
4153 | Ӳт ҫӑмӑлланӗ, чун йывӑрланӗ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4154 | Ӳт ҫывӑрсан та чӗре тӗлӗрет анчах. | Чун — Ӳт-пӳ |
4155 | Ӳт ҫылӑхне чун тӳсет. | Чун — Ӳт-пӳ |
4156 | Ӳт усалли чуна йывӑрлӑх. | Чун — Ӳт-пӳ |
4157 | Ӳт ыйӑхра, сисӗм хуралта. | Чун — Ӳт-пӳ |
4161 | Ӳт-пӳ сывлӑхӗ мулран хаклӑ. | Чун — Ӳт-пӳ |
4162 | Ӳт-пӳ чӑлах пулсан та чуну тӳрӗ пултӑр. | Чун — Ӳт-пӳ |
4158 | Ӳтлӗ ҫуралакан ҫылӑхсӑр пулмасть. | Чун — Ӳт-пӳ |
4159 | Ӳтпе мар, чунпа типӗ тыт. | Чун — Ӳт-пӳ |
4160 | Ӳтпе юн пӗрех. | Чун — Ӳт-пӳ |